Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ерипен каян мала тухнӑ, хытӑ каян кая юлнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Кураков Лев Пантелеймонович

Кураков Лев Пантелеймонович — совет тапхӑрӗнчи тата Раҫҫейри экономист, патшалӑх ӗҫченӗ. Экономика ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор. Раҫҫей вӗренӳ академийӗн тулли пайташӗ. Чӑваш Республикин тата Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ.

Пурнӑҫӗ

Лев Пантелеймонович Кураков 1943 ҫулхи кӑрлачӑн 4-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗн Патӑрьел районӗнчи Чӑваш Ишекӗ ялӗнче ҫуралнӑ. Ачалӑхӗ вӑрҫӑ тата вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсенче иртнӗ. Амӑшӗ, Татьяна Фёдоровна, ывӑлне пӗчченех ҫитӗнтернӗ. Вӑрӑм Утар ялӗнчи ҫичӗ ҫуллӑх шкула вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн Патӑрьелти вӑтам шкула вӗренме кӗнӗ, ӑна хӗрлӗ аттестатпа вӗренсе пӗтернӗ. 1961 ҫулта Канашри финанс техникумӗнчен вӗренсе тухнӑ. Унтан Патӑрьел салинче бухгалтерта, экономистра, районти перекет кассин заведующийӗнче ӗҫленӗ. Ҫав вӑхӑтрах Хусанти финанс-экономика институтӗнче куҫӑн мар майпа вӗреннӗ, ӑна 1966 ҫулта вӗренсе пӗтернӗ. 1968 ҫулчченех КПСС Патӑрьел райкомӗнче ӗҫленӗ.

1969 ҫулхи кӑрлачра ӑна конкурспа И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн экономика теорийӗн кафедрин ассистентне суйланӑ. 1970 ҫулхи раштавра Мускаври Г. В. Плеханов ячӗллӗ халӑх хуҫалӑх институчӗн политэкономи кафедринчи куҫӑн майпа аспирантурӑна вӗренме кӗнӗ. 1973 ҫулхи ҫӗртмере «Экономические проблемы рационального использования трудовых ресурсов промышленности» темӑпа кандидат диссертацине вӑхӑтран маларах хӳтӗленӗ. Университета таврӑннӑ хыҫҫӑн аслӑ преподавательте, экономика факультечӗн деканӗн ҫумӗнче, доцентра ӗҫленӗ. 1975–1976 ҫулсенче Берлинти аслӑ экономика шкулӗнче стажировка витӗр тухнӑ.

1988 ҫулта «Социально-экономические проблемы формирования коллективной рабочей силы при социализме» темӑпа доктор диссертацине хӳтӗленӗ. 1990 ҫултан пуҫласа 2009 ҫулччен И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн ректорӗ пулнӑ, 2010–2011 ҫулсенче — университет президенчӗ. 2014 ҫултанпа Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн канашҫи пулнӑ.

Лев Пантелеймонович Кураков 2020 ҫулхи раштавӑн 21-мӗшӗнче Шупашкарта коронавирус инфекцийӗпе чирлесе ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.

Ӑслӑлӑх тата йӗркелӳ ӗҫӗ

Лев Кураков 700 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗн авторӗ, вӗсен шутӗнче 100 ытла монографи, вӗренӳ кӗнеки тата вӗренӳ пособийӗ пур. Вӑл 30 ытла ӑслӑлӑх докторӗпе кандидатне хатӗрленӗ.

Чӑваш патшалӑх университечӗн ректорӗнче ӗҫленӗ чухне аслӑ шкула аталантарас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑ. Раҫҫей вӗренӳ академийӗпе ЧПУ хушшинчи килӗшӳпе университета инноваци вӗренӳ технологийӗсене тӗрӗслемелли тата регионта пӗрлехи вӗренӳ хутлӑхне йӗркелемелли опытпа эксперимент никӗсӗн статусне панӑ.

Патшалӑх ӗҫӗ

Лев Кураков обществӑпа политика пурнӑҫӗнче хастар хутшӑннӑ. 1993–1995 ҫулсенче Раҫҫей Федерацийӗн Федераци Пухӑвӗн Федераци Канашӗн членӗ, Ӑслӑлӑх, культура тата вӗренӳ енӗпе ӗҫлекен комитет председателӗн ҫумӗ пулнӑ. 1997 ҫулхи раштавра Чӑваш Республикин вице-президентне суйланнӑ. 1998 ҫулхи кӑрлачран утӑ уйӑхӗччен Чӑваш Республикин Министрсен Кабинетне ертсе пынӑ. 1998–2000 ҫулсенче Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Председателӗнче ӗҫленӗ. Виҫҫӗмӗш суйлаври Патшалӑх Думин депутачӗ пулнӑ (1999–2003).

Хисепӗсем

  • Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ (1990).
  • Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ (1993).
  • Раҫҫей Федерацийӗн аслӑ шкулӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (2003).
  • Ӑслӑлӑхпа техника енӗпе Чӑваш Республикин Патшалӑх премийӗн лауреачӗ (1999).
  • Вӗренӳ енӗпе Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн премийӗн лауреачӗ (2001).
  • Хисеп орденӗ (1997).
  • IV степень «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденӗ (2009).
  • «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден (2010).
  • Иерусалимри Святой Лазарь орденӗ.
  • К. Д. Ушинский медалӗ.
  • Шупашкар, Улатӑр, Канаш хулисен, Патӑрьел, Елчӗк, Улатӑр районӗсен, Чӑваш Ишекӗ ялӗн хисеплӗ гражданинӗ.

Ҫемйи

Ҫемьеллӗ пулнӑ. Мӑшӑрӗ — Куракова Альбина Дмитриевна. Икӗ ывӑл пулнӑ: Александр Львович Кураков (1982 ҫулта ҫуралнӑ) — экономика ӑслӑлӑхӗсен докторӗ; Владимир Львович Кураков (1976–2017) — экономика ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, Чӑваш патшалӑх университечӗн финанс-экономика институчӗн директорӗ.

Астӑвӑм

2021 ҫулта Шупашкарта Лев Кураков академик ячӗпе асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ. Ӑсчах хӑйӗн докуменчӗсене Чӑваш Республикин Патшалӑх истори архивӗн фондне панӑ.


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

irinuk87 тӳрлетнӗ, информацие 2026-11-02 21:28:11 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем